Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнӑ.
Юрий Курчинин парламентарин общество институтӗнчен каяссине патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче (вӑл пуш уйахӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ) пӑхса тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫитес вӑхӑтра, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртекен сессинче ӑна должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Юрий Сергеевич Кручинин ку должноҫре 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл ЧР прокуратурин органӗсенче, адвокатра тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ӑслӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл уява пуҫласа Борис Ельцин хӑй вӑхӑтӗнче, 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, кӗртнӗччӗ. Ҫапла май ӑслӑлӑх анинче тӑрмашакансен хӑйсен професси уявӗ пур.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ те ҫак куна палӑртмасӑр хӑварма пултарайман — унта паян пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртнӗ. Вӑл икӗ кун тӑсӑлӗ — ӑсчахсен доклачӗсене паян кӑна мар, ыран та итлеме пулӗ.
Ӑслӑлӑх сессине институт директорӗ Пётр Степанович Краснов уҫрӗ. Паянхи ларусенче икӗ доклада сӳтсе яврӗҫ. Пӗрине Гусаров Юрий Владимирович вуларӗ, теприне — Харитонова Валентина Григорьевна. Уйрӑмах Юрий Владимирович доклачӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — вӑл XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗ хушшинче вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесем пирки каласа пачӗ, Николай Ильминский умӗнче чӑннипе мӗнле тӗллевсем тӑни ҫинчен уҫса пачӗ. Сӳтсе явакансем те чылай пулчӗҫ — кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ.
Валентина Григорьевнӑн докладне итлеме вара икӗ министр (Юрий Исаевпа Константин Яковлев) тата Патшалӑх Канашӗ Председателӗ Валерий Филимонов килчӗҫ.
Чӑваш Енре ача-пӑча хӳтӗлевҫи пулатех. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыври шӑпӑрлансен омбудсменне Анна Кузнецована шантарса каланӑ. Унпа Михаил Васильевич ӗнер Мускавра тӗл пулнӑ.
Республика ертӳҫи Анна Кузнецована хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку енӗпе мӗнпур нормативлӑ актсене йышӑннӑ. Ачасен РФ Президенчӗ ҫумӗнчи уполномоченнӑйӗпе пӗрле пулса пирӗн тӑрӑхри ҫак кандидата ҫирӗплетӗҫ.
Чӑваш Енри пӗчӗккисен омбудсменӗ Вячеслав Рафинов республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ку должноҫе пӗтересси пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Анчах кун пек йышӑну обществӑра та калаҫу самай ҫуратрӗ, РФ Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко та ку должноҫе сыхласа хӑварма ыйтнӑччӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухма хатӗрленет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче Ҫырӑва хӑш кун вулассине те пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫырупа тухӗ. Ку 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пулӗ.
Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илнӗ. Унта малашнехи плансене те палӑртнӑ.
Ҫырӑва вуланине Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Чӑваш наци радиовӗпе те итлеме май пулӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ямалли Ҫырӑва хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку ӗҫре республика ҫыннисем те сӗнӳсем пама пултарӗҫ.
Ҫырӑва паян хатӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна ҫырнӑ чухне республикӑра пурӑнакан ҫынсен, организацисемпе предприятисен шухӑш-кӑмӑлне шута илеҫҫӗ. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесен мӗн тумалла? Ҫырӑва сирӗн мӗн кӗртес килет? Республикӑна, сирӗн шухӑшпа, мӗн лайӑхлатма пулӑшать? Хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр.
Сӗнӳсене pres5@cap.ru электронлӑ почтӑсене «Ҫыру валли» тесе ҫырмалла.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекменнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернӗ.
Аса илтеретпӗр, профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ-мӗн.
Паянхи сессире комитетӑн укҫа илсе тӑракан должноҫри пайташӗсене палӑртассине сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн чухне Валерий Филимонов спикер Игорь Молякова вӑл РФ Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй ячӗпе ҫыру нумай ҫырнине, ҫавӑ омбудсмена килӗшменнине пӗлтернӗ.
Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.
Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе ҫутҫанталӑк министрне ҫирӗплетнӗ: пуҫлӑх портфельне Александр Коршунова тыттарнӑ. Унччен Александр Петровича ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, А. Коршунова министр тилхепине унччен ҫав пукана йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑха шаннӑччӗ. Александр Коршунова министр тивӗҫне пурнӑҫлаттарассине Михаил Игнатьев Элтепер авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Александр Коршунов маларах агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пынӑччӗ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене сесси вӑхӑтӗнчи тавлашуллӑ самантсенче калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Ӗнерхи сессире те вӗсем пӗри тепринчен ытларах тӗлӗнтернӗ. REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ вӗсен сӑмахне илсе кӑтартнипе паллашар-ха.
Килес ҫулхи хыснана сӳтсе явнӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Таланов регионти пӗтӗмӗшле продукт 4 процент ӳсмелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ май «Тӗрӗссипе, эпир ӗҫлетпӗр. Ӗҫ укҫи илекенсем укҫа ӗҫлесе илекенсене ӑнланмаҫҫӗ пулӗ. Кунта ларакан депутатсенчен самайӑшӗ паян эпир калаҫакан тупӑш пайне ӳстерессине хутшӑнаҫҫӗ», — тесе касса татнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимнази (вӑл элитӑллӑ шкул шутланать) директорӗ Инна Исаева шухӑшлавӗ те хӑйне евӗр. «Хамӑн ӗҫ вырӑнне часрах таврӑнса промышленниксемпе бизнесӑн тупӑш пайне тӳрре кӑларас тесе хыснана эпӗ ырлатӑп паллах», — тенӗ ачасене пӗлӳ паракан ҫак ҫын.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Унта республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернине пӗлтернӗ. Ӑна надзор органӗ «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хакланӑ-мӗн.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекмен иккен. Профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ.
Чӑн та, парламентӑн спикерне, унӑн ҫумӗсене, комитетсен ертӳҫисене ЧР Патшлаӑх Канашӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци пайташӗсене кӑна суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци тата регионти саккунсем вӑл вырӑнсенчен виҫҫӗшӗнчен кая парламентри ытти парти пайташӗсем йышӑнмаллине каланӑ. «Урӑхла туни хальхи вӑхӑтри саккуна пӑсни пулать», — ӑнлантарнӑ депутатсене республика прокурорӗн ҫумӗ. Унсӑр пуҫне ку вӑл парламента суйланнӑ ытти парти депутачӗсен правине хӗсни пӗлтерет, уҫӑмлатнӑ пакунлӑ ҫын.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.